Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Орфографири улшӑнусене мӗнле ӑнланмалла

Орфографири улшӑнусем, тӗпрен илсен, литература чӗлхин аталанӑвӗпе ҫыхӑнаҫҫӗ. Лексикӑри, фонетикӑри, морфологири, синтаксисри улшӑнусем пурин кӑмӑлне каякан литература чӗлхинчи нормӑсем пулмалла. Анчах нормӑсем чӗлхере яланах пуҫ пулса тӑраймаҫҫӗ. Вӗсемпе юнашарах час-часах чӗлхере вариантсем те тӗл пулаҫҫӗ: фонетика енӗпе: сехет (сахат), тӑрна (тӗрне); морфологи енӗпе: каяймарӑм (кайимарӑм), куртӑм (курса), кайрӑм (каяйрӑм), кӑкӑрӗ (кӑкӑрри); морфологи-синтаксис енӗпе: шыва анать пӗр арӑм — шыв патне анать пӗр арӑм, аттемӗр — пирӗн атте, хӑвӑн килне кай (килна кай); лексика енӗпе: ҫӗрулми (паранк, паранкӑ), анне (апай), ҫӑва — масар, кашӑк (ҫӑпала), спичка (шӑрпӑк), ҫемье — килйыш т. ыт. те.

Норма тесе, литература чӗлхи вӗсенчен пӗрне йышӑнать, тепри е вариант шутланать, е вырӑнти калаҫура ҫеҫ тӗл пулать, е, вӗсем синонимла пӗлтерешлӗ пулнипе, литература чӗлхи вӗсемпе иккӗшинпе те стиль енӗпе усӑ курать.

Ҫиелтен пӑхсан, чӗлхере пӗр ӑнлава яланах пӗр сӑмахпа, пӗр нормӑпа калани питӗ килӗшет пек. Ҫав йӗрке наука стилӗнче чӑнах та питӗ килӗшет, илемлӗх стилӗнче килешмест, мӗншӗн тесен илемлӗ произведенисен чӗлхи нумай енлӗ: кунта хальхи чӗлхе, унӑн ӗлӗкхи аталанӑвӗ, пулас вӑхӑтӑн мӗлки — пурте вырӑн тупаҫҫӗ, сӑнарлӑ чӗлхе мелӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫавна шута илсе ӗнте, орфографи словарӗнче нормӑланнӑ чӑваш сӑмахӗсене малти вырӑна лартнӑ, унӑн диалект е вырӑсла варианчӗсене ун хыҫҫӑн панӑ; вариант шутӗнчен тухса норма виҫипе палӑракан сӑмахсене алфавит тӑрах уйрӑм кӗртнӗ. Ҫавнашкалах пӗр япаланах икӗ тӗслӗ калаҫҫӗ пулсан, вӗсем синонимла пӗлтерӗшлӗ пулсан, иккӗшне те словаре кӗртнӗ.

Малалла вырӑс чӗлхинчен е ун урлӑ кӗнӗ сӑмахсене ҫырассине пӑхса тухар.

Культура шайӗ ӳссе пынӑ май кун йышши сӑмахсене вырӑслари пек каласси ҫулран ҫул ӳссе пырать. Ҫакна шута илсе, вӗсене вырӑслари пек ҫырасси те йышлӑланса пырать. Ҫавӑнпа та вырӑс чӗлхинчен илнӗ сӑмахсене ҫырас ӗҫе ҫакӑн пек ушкӑнлама пулать:

1. Вырӑс чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсене вырӑс чӗлхинчи пекех калаҫҫӗ, ҫыраҫҫӗ: трактор, суд, техникум, класс, металл, власть, князь, шинель, 6юро, шоссе, жюри, кенгуру, парта, литература, марксизм, коммунист, общество, идея, Гвинея, кофе, какао т. ыт. те.

Кун йышши сӑмахсен формине улӑштарсан ҫеҫ, вӗсен сасӑ е саспалли составӗ улшӑнать: класра, металпа, влаҫӗ, княҫӗн, кофӗне, обществӑра т. ыт. те.

Ку тӗп правилӑна пӑхӑнман тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ, анчах вӗсем нумай мар: вожатӑй, столовӑй, сказуемӑй, парикмахерски, мастерской, подлежащи т. ыт. те.

2. Авалрах йышӑннӑ вырӑс чӗлхинчен илнӗ сӑмахсене чӑвашла каланӑ пекех ҫыраҫҫӗ: варинкке, насилкка, насус, кашни, карттус, кӑранташ, кӗпӗрне, купӑста, мӑнук, раштав, сахӑр, хаҫат, хваттер, хунар т. ыт. те.

3. Чӑвашла та, вырӑсла та калама май пур хӑшпӗр сӑмахсене вырӑслари пек ҫырмалла: арбуз, больница, будка, бутылка, доска, багаж, вокзал, завод т. ыт. те.

Кун йышши чылай сӑмахсене, пӗр енчен стильрен килекен тӗллевпе, тепӗр енчен ҫавӑн пек ҫырасси ҫирепленнӗ пирки, икӗ тӗрлӗ ҫырма сӗнне: ампар — амбар, вакун — вагон, пӑрахут — пароход, пӑравус — паровоз, саккун — закон, параппан — барабан т. ыт. те.

Стильрен килекен теллевпе хӑш-пӗр сӑмахсене икӗ тӗрле ҫырнине ҫапла ӑнланмалла: ӗлӗкхи пурнӑҫа кӑтартнӑ чухне вӑл вӑхӑтри норма ытларах килӗшет, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра закон тени ҫирӗпленсе ҫитмен: «Саккун тесен, сехре хӑпатчӗ». (Я. Ухсай.) «Ҫамрӑк пионерсен законӗсем» тенӗ чухне саккун тени килӗшмест, халӗ публицистика стилӗнче яланах закон ҫыраҫҫӗ.

Туй юррисенче ӗлӗк-авал та, хӑле те параппан тени килӗшӳлле:

Туй, туй, туй тесе,

Туй, туй, туй тесе,

Пурнас йытта вӗлерсе,

Параппан туса килтӗмӗр... (Юрӑ.)

Музыка инструменчӗ е машина пайӗ ҫинчен калаҫнӑ чухне барабан тени ҫирӗпленсе ҫитрӗ ӗнтӗ.

Тепӗр пысӑк, йывӑр ыйту вӑл — сӑмахсене уйрӑм, пӗрле тата дефиспа ҫырасси. Ку ыйтупа пур тӗслӗхсем ҫинче те чарӑнса тамӑпӑр, хутлӑ сӑмахсене мӗнле ҫырмаллине ӑнланма пулӑшакан тӗслӗхсене ҫеҫ тишкерсе тухӑпӑр.

1. Сӑмах майлашӑвӗсене яланах уйрӑм ҫыраҫҫӗ. Вӗсене пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсенчен е фразеологилле ҫыхӑнусенчен акӑ мӗнле уйӑрмалла. Сӑмах майлашӑвӗ вӑл иреклӗ, хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахсен ҫыхӑнӑвӗнчен тӑрать. Ирӗклӗ ҫыхӑнура тӑракан пӗр-пӗр сӑмах ҫавӑн йышши сӑмахсемпе те ҫыхӑнма пултарать: ача кӗнеки, ача тетрачӗ, ача кӑранташӗ. Ача сӑмах, ирӗклӗ ҫыхӑнура тӑнӑ пиркиех, унӑн вырӑнне ҫавӑн йышши ытти сӑмахсем лартма пулать: хӗр кӗнеки, атте кӗнеки, анне кӗнеки т. ыт. те.

Хӑй пӗлтерӗшлӗ ача, кӗнеке, тетрадь, кӗр, атте, анне, колхоз, ферма пек сӑмахсене анчах мар, хӑй пӗлтерӗшсӗр, тӑракан сӑмахсен хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахсемпе пулнӑ ҫыханӑвӗсене те уйрӑм ҫыраҫҫӗ: хирте те, ҫав тери, ун пек, ҫӗр хута, пӗчӗк ҫеҫ, паллӑ мар т. ыт. те. Ун ҫинчен грамматика кӗнекинчех ҫителӗклӗ каланӑ.

2. Сӑмах майлашӑвӗн калӑпӑшпе пулнӑ пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсен уйрӑлми ҫыхӑнӑвесем те чӗлхере пайтах тӗл пулаҫҫӗ: чугун ҫул, Атӑл куҫӗ, Алтӑр ҫӑлтӑр, паян кун, пӗр йышши, хир чӑххи, Совет Союзӗ, Советсен ҫурчӗ т. ыт. те. Кун йышши сӑмахсем ирӗклӗ мар ҫыхӑнура тӑни акӑ мӗнрен палӑрать: паян кун, паян каҫ, паян ир теҫҫӗ, анчах ыран кун, ӗнер кун темеҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем (чугун ҫул, пӗр йышши, хир чӑххи) хутлӑ сӑмахсем енне туртӑнса пулин те, хальхи вӑхӑтра вӗсене уйрам ҫырасси ҫирӗпленсе ҫитнӗ.

3. Сӑмах майлашӑвӗн калӑпӑшпе тата фразеологилле сӑмах ҫавранӑшӗсем пулаҫҫӗ. Вӗсем пӗр пӗлтерӗшпе палӑраҫҫӗ, ирӗклӗ мар ҫыхӑнура тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗр япалана ҫӗнӗ ят памаҫсӗ, мӗн енчен те пулин хак кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене яланах ҫӑкленӳллӗ калаҫҫӗ. Илемлӗх стилӗнче вӗсем кӑмӑл-туйӑма хускатмалли мел пулса тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхсем: тӳр пилӗк (кахал), тӑм пуҫ (ухмах), карма ҫӑвар (кӑшкӑруҫӑ), харам пыр (наян), тӑм пӑшал (ухмах), сӑрлӑ пыр (апат тиркекен ҫын) т. ыт. те.

Тӗслӗх:

Ҫитӗ пире тертленме!

Пурте пӗрле пухӑнар.

Тӗрлӗ харам пырсене

Ӗнсе ҫинчен пӑрахар!

(Тайӑр Тимкки).

4. Хутлӑ сӑмахсене пӗрле ҫыраҫҫӗ, вӗсен паллисем ҫаксем:

а) ик-виҫ тӗпрен пӗрлешсе пулнӑ хутлӑ сӑмахсем яланах пӗр-пӗр япалана, ӗҫе, вӗсен паллисене ҫӗне ят параҫҫӗ: вырсарникун (вырӑс-эрне-кунӗ), саспалли (сасӑ-паллӑ), асту (ас-ту), шӑлҫемми (шал-ҫемӗ), пӗрехмай (пӗр-ех-май) т. ыт. те.

ӑ) хутлӑ самӑха кӗрекен уйрӑм сӑмахсем хӑйсен пӗлтерӗшне иккӗшӗ те е пӗри ҫеҫ ҫухатаҫҫӗ те ҫӗнӗ пӗлтерӗш йышӑнаҫҫӗ: йӗкехӳре (йӗке «веретено» — хӳре, «хвост» — «крыса»), асанне (аслӑ-анне, сӑмахсенчен) т. ыт. те.

б) ирӗклӗ сӑмахсен ҫыхӑнӑвӗ пулман пирки вӗсем час-часах пӗртен-пӗр ҫыхӑнӑва ҫеҫ кӗреҫҫӗ те ытти ҫыхӑнусене кӗмеҫҫӗ, сӑмахран: майпурлӑх, тӗкӗлтура, ҫумкурӑк т. ыт. те.

в) хутлӑ сӑмах пайӗсем хайсен формине улӑштарма пултараҫҫӗ, пӗр пӗтӗм ударенипе палӑраҫҫӗ: ҫулпуҫ, асатте, кӗҫнерникун, ҫӗрулми т. ыт. те.

Хӑшпӗр хутлӑ сӑмахсем (ытларах терминсем) икӗ ударенипе те палӑраҫҫӗ, сӑмахран: Вӑрманкас, тымар-ҫимӗҫ, пилекҫуллӑх т. ыт. те.

г) Пӗр ударенипе палӑракан сӑмахсен, ҫыхӑнӑвӗсем яланах хутлӑ сӑмахсем пулмаҫҫӗ: сыв пул, ал лаппи, ҫӗр ҫырли, тӑм пӑшал т. ыт. те.

д) чылай хутлӑ сӑмахсем формине улӑштарман сӑмахсенчен те пулаҫҫӗ: ҫӗршыв, асту, имҫам, килйыш, кунҫул т. ыт. те.

5. Машӑр сӑмахсене, икӗ хут калакан сӑмахсене дефиспа ҫыраҫҫӗ, анчах кунта чылай йывӑрлӑхсем тӗл пулаҫҫӗ. Сӑмахсем мӑшӑр пулни мӗн енчен те пулин палӑрмалла: пӗлтерӗш (атте-енне), сасӑ янравлӑхӗ (инкек-синкек), диалектри уйрӑмлӑх (аш-какай), пуҫтаруллӑ пӗлтерӗш (ҫӑкӑр-тӑвар) енӗпе мӑшӑрлӑх пулмалла. Ҫырулӑх практикинче пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем те мӑшӑр сӑмахсен шутӗнчех тӑнӑ. Хальхи орфографи словарӗ вӗсене юсанӑ: имҫам, килйыш, ялйыш, шӑмшак, кунҫул, ӑшчик, куҫпуҫ, ҫипуҫ, сӑнпуҫ, ҫӳҫҫӳл, сӑхсӑх т. ыт. те.

Вырӑс чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсене ҫырассине мӗншӗн улӑштарнӑ тесе ыйтеҫ вулакансем. Акӑ сӑмахсене икӗ ретпе ҫырар:

  • клас, метал, партӑ, аптекӑ, кофӗ, идейӑ, Гвинейӑ, обществӑ.
  • класс, металл, парта, аптека, кофе, идея, Гвинея, общество.

Шкулсенче калаҫусем ирттернӗ чухне эпир ачасенчен ҫакӑн пек ыйткаласа пӑхрӑмӑр.

— Сире хӑш ретре ҫырни килӗшет?

— Иккӗмӗш ретре ҫырни килӗшет.

— Мӗншӗн имкӗмеш ретре ҫырни килешет?

— Вырас чӗлхи урокӗнче астумасӑр чӑвашла ҫырса йӑнӑш тӑвассинчен хӑтарать.

Ҫапла вара, орфографи словарӗнче улшӑнусем кӗртнӗ чухне шкул ачисен шухӑшне те шута илнӗ.

«Мӗншӗн хутлӑ самахсене ҫырассине улӑштарнӑ?» — тейӗҫ.

Улӑштарман, сӑрна ҫеҫ. 1963 сулхи орфографи словарӗнче хутлӑ сӑмахсен шучӗ скӑрвунна яхӑн, вӗсене пурне те ҫӗнӗ орфографи словарьне кӗртнӗ, ҫӗнӗрен тухнӑ словаре хутлӑ сӑмахсем кӗртсе, вӗсен шутне 400-тен те ирттернӗ.

Хутлӑ сӑмахсене пурне те словаре кӗртне теме май ҫук. Кашни наукӑрах, кашни стиль уйрӑмлӑхне шута илсе, вӗсене тӗплӗн пуҫтарса ҫитереймен. Музыкӑри терминсенчен соль-си-ре «трезвучие» илер. Трезвучи тени чӑвашла килӗшсех каймасть, калама пуҫламӑш класри ачасемшӗн йывӑртарах. Чӑвашла виҫӗ сасӑ тесен соль, ля, си те виҫӗ сасӑ, анчах трезвучи мар. Виҫсас, виҫсаслӑх (пӗрле ҫырнӑ хутлӑ ҫӑмах-сем) термин тӗлӗшӗнчен килӗше те пыраҫҫӗ.

Наука енӗпе ҫӗнӗ словарьте хутлӑ сӑмахсен паллисене урӑхларах ҫутатса панӑ. Ку таранччен хутлӑ сӑмах тесе формине улӑштарса пӗрлешнӗ сӑмахсене каланӑ. Ҫӗнӗ словарьте, тепрен илсен, хутлӑ сӑмаха кӗрекен уйрӑм сӑмахсем, хӑйсен пӗлтерӗшӗсене ҫухатса, ҫӗнӗ пӗлтерӗш йышӑннине шута илнӗ, вӗсенчен формине улӑштарнипе пулнисене пӗр тавлашусӑр хутлӑ сӑмахсен йышне кӗртнӗ.

Ку таранччен дефиспа ҫырнӑ сӑмахсене мӗншӗн пӗрле ҫырма пуҫланӑ?

Дефиспа ҫырнӑ сӑмахсем: имҫам, килйыш, ялйыш, шӑмшак, кунҫул, ӑшчик, куҫпуҫ, ҫипуҫ, сӑнпуҫ, сӑхсӑх т. ыт. те хӑйсен мӑшӑр сӑмах, икӗ хут калакан сӑмах паллисене ҫухатнӑ, вӗсем хальхи вӑхӑтра пӗр ӑнлава пӗлтереҫсӗ, хутлӑ сӑмах шутланаҫҫӗ.

Вӗсене дефиспа ҫырасси И. Я. Яковлевран пуҫланса кайнӑ. Вӑл формисене улӑштарса пулнӑ хутлӑ сӑмахсене яланах пӗрле ҫырнӑ: алкум, анкарти, армути, асатте, пиҫиххи, тавтапуҫ, хулпуҫҫи т. ыт. те.

Формине улӑштармасӑр пулнӑ хутлӑ сӑмахсене пӗрле, ытларах дефиспа ҫырнӑ: йӗке-хӳре, куҫ-ҫуль, кил-йыш, кил-карти, сасӑ-палли (саспалли), ҫут-ҫанталӑк, ҫӗр-улми т. ыт. ш

Мӗншӗн И. Яковлев хутлӑ самахсене дефиспа ҫырнӑ-ши? Мӗншӗн тесен вӑл ҫакӑн йышши сӑмахсене, вӗсем пӗр пӗлтерӑшлӗ пулнипе, уйрӑм ҫырма май килменнине чухланӑ, анчах ун вӑхӑтӗнче тӗрӗк чӗлхисенче ҫакӑн йышши сӑмахсене пӗрле ҫырни аталанман, вӗсене уйрам ҫырнӑ.

1951, 1963 ҫулсенче тухнӑ орфографи словарӗсем пуртӑ, пурта, пурти ҫырма сӗнеҫҫӗ. Мӗншӗн ҫӗнӗ орфографи словарӗ пуртӑ, пурттӑн, пуртта, пуртти ҫырма сӗнет?

Ку улшӑнӑва икӗ сӑлтавпа кӗртнӗ. Чылай ҫӗрти чӑвашсем пуртӑ йышши рт, нт, сасӑллӑ сӑмахсене (вӗсем нумай мар) т сасса вӑрӑмлатса калаҫҫӗ. Ҫыру чӗлхине, эпир пӗлетпер, тӗпрен илсен, калаҫу чӗлхи йӗркелет. Ку — пӗрре. Тепӗр енчен, К. В. Ивановӑн «Нарспи» поэминче (К. В. Иванов. Ҫырнисен пуххи. Чӑваш кӗнеке издательстви, 1957 ҫ. 162 стр.), ытти кӑларӑмсенче те ҫавӑн пекех, ҫапла текст пур:

Сиплет тулта Михетер

Туй кумине пӗчченех,

Ӗҫлет ватӑ пуҫӗпе,

Пурттипеле каскалать.

Сочинени ҫырнӑ чух ачан ӗҫӗ йывӑрланать: те, шкул кӗнекинчи пек, пуртти ҫырмалла, те, орфографи словарӗнчи пек, пурти ҫырса улӑштармалла. Ҫӗнӗ орфографи словарӗнче пурте хисеплекен паллӑ поэт К. В. Иванов нормине хӑй вырӑнне лартнӑ.

Ҫакӑн йышши улшӑнусем тӗл пулаҫҫӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ орфографи словарӗнче.

С.П. Горский
Тӑван Атӑл, 1970, 3№, 66-67 с.>>


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи, Орфографи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-03-11 17:20:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5929 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем